Тĕс кĕрт [кӳр, пар] 1. украшать / украсить кого-что; 2. придавать / придать вид какой, кому-чему; 3. тĕс пар (в отриц.) быть не ко двору (о домашних животных).
1. Куçĕсем кăна, пурте пĕлсе-хăнăхса çитнĕ куçсем, сӳнми чĕрĕ кăварпа çунаççĕ, кăвакарнă çӳхе тутине яланхи йăл кулă кăна тĕс кӳрет. Ю. Званацкий. Кăвак супăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. 2. Ир шăтнă курăк сăрта Кăшт симĕс тĕс кӳрет. Г. Орлов. Сăрантан тунă япаласене çĕнĕ тĕс кĕртес тесен, чĕрĕ çăмарта шурри сĕрмелле. Чăваш календарĕ. Соуссем апатсене лайăх тутăпа шăршă, илемлĕ тĕс параççĕ. А. Медведев. 3. Пирĕн килте хура ĕне тĕс памасть.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕршĕн тĕршĕнчĕк тĕрья тĕс « Тĕс кĕрт » тĕс пар тĕс тух тĕс-йĕр тĕс-йыш тĕс-пит